Шва
Шва (ивр. שְׁוָא [ʃəˈwaʔ] — нимĕн) — вăтам ретри тата вăтам çÿллĕхри уçă сасă («нейтраллă»). транскрипцире пуçхĕрле çавăрса хунă «e» саспалли пек паллăпа усă кураççĕ (IPA [ə], U+0259). Ку уçă сасă пусăмсăр (вăйсăр) позицисенче чылай чĕлхесенче пур. Хăшпĕр чĕлхесенче вăл пусăмлă (вăйлă) позицире те пулма пултарать.
Чăваш чĕлхинчи [ă] тата [ĕ] сасăсем "шва" текен сасăна çывăх, анчах унпа тан мар. Мĕншĕн тесен [ă] — кайри ретри уçă сасă, [ĕ] — малти ретри уçа сасă. "Шва" вара, каларăмăр ĕнтĕ, вăтам ретри уçă сасă пулса тăрать.
Çапах та сăмахсен фонетикăлла кÿлепине палăртнă чухне хайхи паллăпа [ă] тата [ĕ] сасăсене те кăтартма май пур, мĕншĕн тесен çумри хупă сасăсем хытă е çемçе пулни хăйĕх уçă сасă хăш ретре пулнине систерет[çăлкуç ăçтан?].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шва // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.