Контент патне куҫ

Çĕклев вăйĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çĕклев вăйĕсывлăшри объектсене çÿлелле çĕклекен Архимедла мар вăй. Паллă ĕнтĕ, аялалла туртакан вăй та пур — йывăрлăх вăйĕ. Юлашки вăй вертикалллĕ аялалла. Çĕклев вăйĕ ăна хирĕçле. Эппин вăл — вертикаллĕ тата çÿлелле.

Кунсăр пуçне аэродинамикăлла çĕклев вăйĕ ăнлав та пур (вĕçекен яраплансем тĕлĕшпе, сăмахран. Хăш чухне çав япалана та кĕскен çĕклев вăйĕ теççĕ. Кун пек чухне, чĕмсĕрлĕх йĕркипе. мĕн пирки сăмах пыни паллă шутланать.

Çăпла вара, аэродинамикăлла çĕклев вăйĕ, е, кĕскен, çĕклев вăйĕ вăл  — тулли аэродинамикăлла вăйăн ĕскерĕн сывлăш (е шĕвек) юхăмĕнчи хăвăртлăх векторне перпедикулярлă тата симмметриллемарлăха пула çуралакан вăй. Тулли аэродинамикăлла вăй вара  — çунат профилĕн таврашĕнчи пусăмран илнĕ интеграл.

кунта:

  • Y — (аэродинамикăлла) çĕклев вăйĕ,
  • P — туртаслăх,
  •  — профиль чикки,
  • p — пусăм капĕ,
  • n — профиль çинелли нормаль